Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Химпром предприятинче ӗнер 20 сехет каҫхине пӗр цехӗ сирпӗнсе кайнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн пушар пуҫланнӑ. Пушарне 23 сехет тӗлне сӳнтернӗ пулин те таврара ҫынсем усал шӑршӑ сарӑлни ҫинчен пӗлтернӗ. Экологсем пӗлтернӗ тӑрӑх нимӗнле сиенлӗ газ та сывлӑша лекмен, лару-тӑру япӑхланман. Роспотребнадзор вара хӑш-пӗр веществосем сывлӑшра юрӑхлӑ шайран ытларах пулнине палӑртнӑ: дифосфор пентаоксид ПДК-ран 5,33 хут пысӑкрах пулнӑ, углерод оксичӗ 1,8 ПДК, азот диоксичӗ 2,5 ПДК пулнӑ.
Ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсем пурте пушарниксем, пушара ахаль тумпа сӳнтерме кӗнӗ пирки сиенленнӗ. Шупашкарта ку пӑтӑрмах пирки ыйтса пӗлмешкӗн хӗрӳ телефон та уҫнӑ: (8352) 44-14-28
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче «Химпромра» ҫӗнӗ директора суйланӑ. Вӑл вырӑна малашне Виктор Максимов йышӑнӗ. Тӑватӑ ҫул каялла вӑл вырӑна йышӑннӑ Виктор Стародубцев вара «Химпром» директорӗсен канашӗн председателӗ вырӑнне малашне йышӑнӗ.
Максимов Виктор Александрович 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Удмурти Республикинчи Глазов хулинче ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Уралти политехника институтне пӗтернӗ. Химпромра 1976 ҫултанпа ӗҫлет. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче тӗп директор ҫумӗ, техника пайӗн директорӗ, 4 номерлӗ уйрӑм заводӑн директорӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |